Хӑвӑн — Ҫыннӑн

 

6993Ҫынлӑхран тухсан ҫылӑх ҫук.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6994Ҫынна айӑп тусан ху та айӑплӑ пулӑн.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6995Ҫынна айӑпличчен хӑвна айӑпла.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6996Ҫынна ан тив, хӑвӑнне ан пӑрах теҫҫӗ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6997Ҫынна ӑс паракан айванӑн хӑйне валли юлман тет.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6998Ҫынна ӑс-халне пӗлмесӗр ан хурла.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
6999Ҫынна вӗрентиччен малтан кутна сысма вӗрент.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
7000Ҫынна виҫӗ пуслӑх усӑ тӑвиччен ҫичӗ пуслӑх сиен тума хушнӑ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
7001Ҫынна епле тӑвӑн, ху та ҫавна курӑн.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
7002Ҫынна ӗҫне кура хаклаҫҫӗ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
7003Ҫынна итле те — хирӗҫле ту.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
7004Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
7005Ҫынна кӑмӑл тӑрӑх виҫес пулать теҫҫӗ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
7006Ҫынна кур та, хӑвна пӗл.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
7008Ҫынна кӳрентерни ҫӗре ӳкмест, ар ҫинчи кантӑра нихҫан та ҫӗрмест.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
7007Ҫынна кӳрентерни ҫӗре ӳкмест.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
7009Ҫынна мӗнле виҫепе виҫӗн, ҫавӑнпах виҫӗҫ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
7010Ҫынна мӗнле кӗтсе илетӗн, хӑвна та ҫавӑн пек кӗтсе илеҫҫӗ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
7011Ҫынна мулшӑн туман, мула ҫыншӑн тунӑ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
7012Ҫынна парӑм парассипе ватта юрасси пек йывӑрри ҫук.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
7013Ҫынна пӗр усал тӑвиччен пилӗк усӑ ту.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
7014Ҫынна пулӑшни шывпа юхса каймасть.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
7015Ҫынна пулӑшнипе алӑ хӑрса ӳкес ҫук.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
7016Ҫынна сарӑп ан ту.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
7017Ҫынна ҫапиччен юпана кайса ҫап.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
7018Ҫынна ҫийиччен ҫаннуна кӑшла теҫҫӗ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
7019Ҫынна ҫисе ҫын пӗтмест.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
7020Ҫынна ҫын пӑсать.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
7022Ҫынна тимӗртен туман.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
7021Ҫынна туртиччен тӗк теҫҫӗ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
7023Ҫынна улталакан хӑй те малалла каймасть теҫҫӗ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
7024Ҫынна улталап тесе ан ултала, хуна улталани анчах пулать.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
7025Ҫынна усал ан сун, хӑна йывӑр пулӗ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
7028Ҫынна усал ан ту, хуна ҫавӑрӑнса ҫитӗ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
7026Ҫынна усал тӑвакан хӑй те усал курать.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
7027Ҫынна усал туни шуйттана ҫех савӑнтарать.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
7029Ҫынна усӑ тусассӑн асӑнмасть, усал тусан асӑнать.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
7030Ҫынна хӗн-хур тӑвакана тивлет ҫитмест.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
7031Ҫынна хӗр тупса париччен хӗр ҫуратма хушнӑ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
7032Ҫынна хӗрхенекене Турӑ пӑрахмасть.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
7033Ҫынна хисепле, хӑвна та хисеп пулӗ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
7034Ҫынна хур тӑвакан хӑй хура юлнӑ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
7035Ҫынна хуш та, ху ту.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
7036Ҫынна хушиччен ху тытса ту теҫҫӗ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
7037Ҫынна хырӑм пӗтерет.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
7038Ҫынна шыва путнине курсан ӑна шалалла шалчапах тӗксе яр.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
7039Ҫынна ыйхипе хуйхи пусать.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
7040Ҫынна ыр тӑвиччен чӑмӑр кӗрес пек шӑтӑк ту.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
7041Ҫынна ыр тунине ним те ҫитмест.Хӑвӑн — Ҫыннӑн
7043Ҫынна ырӑ тӑвиччен ҫыран хӗрнелле астарса пыр та ҫыран хӗрне ҫитсессӗн тӗк яр теҫҫӗ.Хӑвӑн — Ҫыннӑн